Паян Патӑрьел районӗнче пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ. Ытти тӑрӑхра та асар-писер ҫанталӑк алхаснӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Теплицӑсене аркатнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Шупашкар районӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула йываҫсем те ӳккеленӗ. Шорчексси халӑхӗ ҫутӑсӑр юлнӑ. Унта ҫил алхаснӑ, уйра икӗ юпа ӳкнӗ, тепри, ҫурт ҫывӑхӗнчи, таяннӑ. Пралуксем те татӑлнӑ. Ҫапла 17 сехет ҫурӑра ял ҫыннисен электричество пӗтнӗ.
Паян 16 сехет хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнчи пӗвере ҫын путнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата вырӑнти ҫынсем пӗлтернӗ.
Шыва кӗрекен пӗтӗм ҫынна ҫыран хӗррине тухма хушнӑ. Ҫӑлавҫсем виллине шырама пуҫланӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Халӑх корреспонденчӗ путнӑ ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнине, вӑл миҫерине пӗлмен.
Йӗрке хуралҫи пулса тӑрӑшнӑ арҫын руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Пӑтӑрмаха вӑл утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ.
Автомобилистсем Вӑрнар автоҫулӗ ҫинче «Субара» автомобиль ҫулпа тӳррӗн пыманнине асӑрханӑ. «М7» ҫул ҫинче, Карачура тӗлӗнче, вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинех тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ, хӑй ҫав машина хыҫҫӑн йӗрлесе пынӑ.
Кӑштахран хайхи автомобиль Шупашкар районӗнчи Мӑн Кивпулӑх ялне пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл клуб умӗнчи ҫамрӑксем ҫине чутах пырса кӗмен.
Ялта ҫул-йӗр инспекторӗсем водителе тытса чарнӑ. Арҫын водитель прави ҫуккине пӗлтернӗ, ун вырӑнне ШӖМ ветеранӗн удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Вӑл автоинспекцире 10 ҫул ӗҫленине, ӑна никам та ним те тумассине пӗлтернӗ. «Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫав этем такам патне шӑнкӑравлама пуҫланӑ.
Ӳсӗр водитель яваплӑхран та пӗрех пӑрӑнаймӗ.
Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ.
Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ.
Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ.
Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем Шупашкар районӗнчи 45 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ темелле. Хайхискер путма пуҫланӑ. Телейӗ пулнах - ӑна иртен-ҫӳрен шывран кӑларнӑ. Анчах ҫав вӑхӑталла арҫын тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫынсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле арҫын чӗрӗ пулни палӑрман та - вӑл шыв ҫӑтса тултарнӑ, комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлав органӗсене тасатнӑ, кислород ҫителӗклӗ пултӑр тесе уколсем тунӑ. Сывлӑхне йӗркене кӗртсен арҫынна больницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер Республикӑри ҫӑлавпа шырав специалисчӗсен арҫынна вӑрмантан йӑтса тухма тивнӗ. Вӑл кӑмпана кайнӑ та урине хуҫнӑ.
Кӑмпаҫӑ ура хуҫни пирки 12 сехет те 10 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсене васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем чӗннӗ, мӗншӗн тесен пациента машина таран йӑтса ҫитермелле пулнӑ. Арҫын Шупашкар районӗнчи Лапсар тата Карачура хушшинчи вӑрманта кӑмпа татнӑ чухне урине хуҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем наҫилккасемпе килсе пациента вӑрмантан илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине хунӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, профессор, техника наукисен докторӗ, Геннадий Свинцов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Петрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ҫуралнӑ.
Эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулта Кӳкеҫ ҫынни 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. 1980 ҫулта техника наукисен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ, унтан ӑна преподаватель пулма шаннӑ. Малтан ассистентра тӑрӑшнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан кафедра доцентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Геннадий Свинцов ӗҫленӗ те, хӑйӗн пӗлӗвне те пӗрмай тарӑнлатса-анлӑлатса пынӑ. Вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ.
«Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем.
Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасра ҫамрӑк арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатма шутланӑ. Ҫитменнине, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
Ку инкек 18 сехет те 10 минутра пулнӑ. Путнӑ арҫын 35 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ачасем.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |